Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Шĕнерпуçĕнчи И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен шкулта кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа поэзии каçĕ иртрĕ. Унта 5-9 классенче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç, 8 класра вĕренекенсем уява ертсе пычĕç.
«Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем.
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен»
çакăн пек сăмахсемпе пуçланчĕ уяв каçĕ. Чи малтанах Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ, чăваш поэзийĕн никĕсне хываканĕ çинчен тăван чĕлхене вĕрентекен Н.А. Петрова каласа кăтартрĕ. «Чăваш литератури тÿпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялкăшать: пĕри - К.Иванов, тепри - Çеçпĕл Мишши»,- тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.
Ун хыççăн 8-мĕш класра вĕренекенсем Г. Кузьминăн «Пиччем çинчен» кĕнеки тăрăх чи интереслĕ самантсемпе пулăмсем çинчен каласа кăтартрĕç: «Ача çуралсанах» сыпăка С. Шемарин; «Шкулччен» сыпăка С. Журавлев; «Хĕллехи кунсенче» сыпăка А. Кириллов; «Сысна кĕтĕвне сыхлани сыпăка А. Степанова; «Тăмран тунă кĕлеткесем» сыпăка Н. Матвеева тата ыттисем те хăйсен ролĕсене тĕлĕнмелле, артистсем пек выляса каласа кăтартрĕç.
Сăвă калакансен конкурсĕнче 1 вырăн – Никифоров Максим, 2 вырăн – Кипригина Юлия, 3 вырăн – Иванова Кристина йышăнчĕç.
«Кам Çеçпĕле лайăхрах пĕлет?» вăйă-конкурсра: 1.Андреева Екатерина – 8 класс; 2. Витальева Лидия – 6 класс; 3. Кириллов Алексей – 8 класс малти вырăнсене йышăнчĕç.
Çеçпĕл Мишшин юратăвĕ çинчен те кăсăкланса итлерĕç ачасем, Анастасия ĕЧервякова вырăс хĕрарăмĕпе Наталья Николаевна Рубис украинка патне çырнă çырăвĕсемпе сăввисене вуласа аса илчĕç. (Анастасия Червякова патне янă 98 çырăвне «Чунăмçăм, çунатăмçăм…» ятпа пичетленнĕ пысăках мар кĕнеке тăрăх «Ялав» журнал редакцийĕ 1-2 № 1989 çул пичетленĕ; Наталья Рубис Çеçпĕл Мишши çинчен çырнă сăввисене: «Ĕмĕт», «Мишша ятне», «Çеçпĕлпе Шевченко» тата ыттисем те ачасене вут-çулăмлă çырусем çырма хăнăхтараççĕ. Çеçпĕл Мишшин сÿнми туйăмĕсем ачасене интереслентерсе ячĕç.
Çеçпĕл сасси - пĕтĕм чăваш сасси. Ахальтен мар вăл çырнă çак йĕркесем паян кун та вилĕмсĕр:
«Кăвар чĕрем - пин çын чĕри,
Эп пĕр çын мар - эп хам пин-пин.
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри - пин çын юрри.»
Уяв саманчĕсем ачасен асĕнче нумайлăха асра юлĕç.