Чăваш чĕлхи эрни вăхăтĕнче Шĕнерпуçĕнчи шкулта Яковлев вулавĕсем ака уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче иртрĕç. 1-4 классенче вĕренекенсем И.Я. Яковлевăн «Утăра» кĕнекери калавĕсене Г. Максимова тата С. Тюмерова вĕрентекенсемпе тăрăшса вуларĕç.
Уйрăмах Н. Романов, П. Вишневский 2-мĕш класс, К. Иванова, Ю. Кипригина 4-мĕш класс ачисене палăртмалла.
5-8- мĕш класс ачисем И. Яковлев «Ģитĕннĕ вăхăт» кĕнекери (асаилÿсем Г.Ф. Юмарт чăвашла куçарнă) сыпăксемпе интересленсе паллашрĕç, хăйсем пĕлменнине нумай пĕлчĕç. 5-8 классри ачасем уйрăмах «Манăн çемье», «Ама çури аннем», «Ача чухнехи самантсем», «Чикан майри сăмахĕ», «Чăваш чĕппи», «Урари суран», «Юмăç вĕрентĕвĕ» тата ытти сыпăксене кăмăлларĕç.
Кĕнеке ачасене чăвашсен пурнăçне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, И.Я. Яковлевăн ачалăхне лайăхрах пĕлме пулăшать.
Ģĕнĕ кĕнекене - «Ģитĕннĕ вăхăт»- ачасем питĕ килĕштерчĕç.
Кĕнекене сÿтсе явнă чухне Л.Витальева, Н.Новиков, А. Соколов 7-мĕш класра вĕренекенсем; Н. Любимова, Д. Архипов 8-мĕш класра вĕренекенсем уйрăмах хастар та пултаруллă калаçрĕç.