«Чăваш тени чăвашлăхпа илемлě» уçă урок

 

Ака уйăхěн 22-мěшěнче Шěнерпуçěнчи шкулта 5-7 класра вěренекенсемпе «Чăваш тени чăвашлăхпа илемлě» уçă урок-презентаци иртрě. Урока чăваш чěлхине вěрентекен Надежда Аркадьевна Петрова ирттерчě.

Урокра чăваш тěрри-эрешě, юрри, чěлхи, ташши, йăли-йěрки çинче чарăнса тăчěç.

Чăвашлăх вăл ěçри ятулăх, пурнăçри татулăх.

Чăваш йывăçсене халăх сăмахлăхěнче кампа танлаштарнине:

- хурăн – хěре, савнине;

- çăка – аннене;

- юман – аттене палăртни çинче чарăнса тăчěç.

Урокра çавăн пекех чăвашсен туррисем çинчен те калаçрěç:

- Пихампар – выльăх турри, ěç турри, чěр чун турри, ÿсен тăран турри, çемье турри тата ытти те.

Ачасем И.Я. Яковлевăн «Халалне» те пăхса тишкерчěç:

  1. ěçченлěх

  2. тěрěслěх

  3. ăс-тăн

  4. сывлăх

  5. туслăх

  6. ырă кăмăллăх

  7. ÿт-пÿ тасалăхě, чун-чěре илемлěхě.

Кашни халалě патне вырăнлă ваттисен сăмахěсем тупрěç.

Чăвашсемшěн чунне парса ěçленě И.Я. Яковлева, Н.М. Охотникова, Г.Н. Волкова, Н.Е. Наумова тата ыттисен ячěсене те ырăпа асăнса вěсен ěçěсене кěскен пăхса тухрěç.

Урокра Л. Мартьяновăн «Чăвашла», Н. Сандровăн «Эпир çуралнă вырăнсем», А. Воробьевăн «Йăмра» сăввисене ачасем пăхмасăр каларěç. Урок çак сăмахсемпе вěçленчě: «çын пул, чăваш ятне ан çěрт!».

Уçă урок пурне те килěшрě.