Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шĕнерпуçĕнчи шкулта Я.Г. Ухсай чăваш халăх поэчĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Ухсай Яккăвĕ – талантлă сăвăç» ятлă литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Хитре илемлетнĕ залра пухăннисем Ухсай портретне; кĕнекесен выставкине; «Ухсай – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ» презентацине курса савăнчĕç.
Чи малтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Петрова Ухсай Яккăвĕн ачалăхĕпе, вăл К.В. Ивановпа виççĕмĕш сыпăкри тăван пулни çинчен, К. Ивановăн «Нарспи» поэмипе Я. Ухсайăн «Кĕлпук мучи» поэминче пĕрпеклĕхсем нумаййи çинче чарăнса тăчĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Литература каçне 8-мĕш класра вĕренекен Л. Витальева А. Соколов пултаруллă ертсе пычĕç.
Сăвă калакансем хушшинче Д. Архипов «Çĕр поэчĕ» 9 кл., Н. Новиков «Карлав аври касмашкăн кайрăм» 8 кл., А. Шемарина «Чăваш чĕлхи» 8 кл., И. Романова «Çумăр» 7 кл., К. Петрова «Юратрăм эп, хирсем, сире» 8 кл. палăрчĕç; юрă юрлакансем хушшинче 6-мĕш класра вĕренекен А. Вишневский «Асамат кĕперĕ» юррине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Хĕрсен ушкăнĕ Даша, Катя, Ксюша Петровăсем «Чăваш ташши» ташласа савăнтарчĕç.
Юлашкинчен ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç:
«Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн
Мĕн чухлĕ ĕмĕт халлĕхе,
Сана, ачам, пурне те панă,
Чăваш чĕлхи. тăван чĕлхе»
Я. Ухсай
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ Ухсай сăвви
Илемлĕ Ухсай сăвви
Чунупа туйсан кăна.