Паянхи кунпа çеç пурăнсан…
Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та, çывăх та.
Каласа парам, тăхта.
Эпĕ пурăнакан çĕршыв Раççей ятлă. Ман шутпа вăл - чи хитри. Пирĕн çĕршывра пысăк вăрмансем, тулăх кÿлĕсем, сарлака та пуян юханшывсем нумай. Чăваш республики те мĕн ĕлĕкех юман вăрманĕсемпе палăрса тăнă. Çак чаплă юмансене пĕрремĕш Петĕр патша Раççей флочĕ валли турттарнă.
Анчах та хальхи вăхăтра çак вăрмансем сахалланса та сахалланса пыраççĕ. Çакă ытларах çынсен айăпĕпе пулса пырать. Унсăр пуçне юханшывсем, кÿлĕсем, çăлкуçсем юлашки вăхăтра вараланаççĕ, чĕр чунсемпе ÿсентăрансен шучĕ чакса пырать.
Мĕншĕн-ха эпир хамăрăн юратнă çĕршыва упрамастпăр? Хăшпĕр çынсене хăйсен çĕршывĕ аталанни пĕртте кирлĕ мар. Вĕсем хăйĕн пурнăçĕ çинчен çеç шутлаççĕ, тутлă çиес те шукăль тăхăнас теççĕ, паянхи кунпа пурăнаççĕ.
Малалла та кун пекех пулсан, эпир питех те начар пулăмсем патне çитме пултаратпăр.
Çакăн пек ан пултăр тесе, хамăр тăван çĕршывăн пуянлăхне сыхласа хăварас тесе заказниксем, заповедниксем, наци паркĕсем уçаççĕ. Пирĕн Чăваш енре те заказниксем тата пĕр наци паркĕ пур. Ăна «Чăваш вăрманĕ тесе ят панă. Вăл виçĕ район территорине пĕрлештерет. Кунта тăрăшакан çынсем питĕ кирлĕ ĕç тăваççĕ. Пирĕн те вĕсем пек пулма тăрăшмалла, çут çанталăк пурлăхне сыхламалла.
Çыраканĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен Лена Галкина.
Республиканская детско-юношеская газета «Тантãш» №5 от 9 февраля