«Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» - тесе тĕрĕс калаççĕ. Чăнах та çакăн пек. Эпир кĕнеке вуласа тата та нумайрах интереслĕ япаласем пĕлме пултаратпăр. Вĕренÿре кирлисене те тупма пулать.
Кĕнекесенче интереслĕ сăвăсем, пьесăсем тата калавсем пур. Николай Ытарайăн та кăмăла каяканнисем пур. Мана унăн икĕ кĕнеки питĕ килĕшет. Вĕсем - «Аллукапа тусĕсем» тата «Тĕрлĕ тĕрленчĕк – ылтăн тĕпренчĕк». Пĕрремĕш кĕнекинче – калавсемпе сăвăсем. Иккĕмĕшĕнче тата интереслĕрех япаласем, тупмалли юмахсмпе юмахсем. Николай Ытарай – чаплă писатель. Кĕнекисене пире Татьяна Петровна библиотекарь парать. Вăл лайăх çын тата питĕ пултаруллă вĕрентекен.