Чǎваш чěлхи уявě

Чǎваш чěлхи уявě

            Ака уйǎхěн 22-мěшě. Паян шкулта «Ялан янра чǎваш сǎмахě» темǎпа чǎваш чěлхи уявě иртрě. Вěренекенсем кунěпех чǎваш тумěсемпе ҫӱрерěҫ. Уроксем хыҫҫǎн уяв пуҫланчě. Уява поселенинчи клуб тата библиотека ěҫченěсем ертсе пычěҫ. Ачасем хамǎр тǎрǎхри мухтавлǎ ентешсене аса илчěҫ, ваттисен сǎмахěсемпе паллашрěҫ, сǎвǎсем каларěҫ, юрларěҫ, ташларěҫ, вǎйǎ та вылярěҫ. Вěсен пичěсем ҫинчен савǎнǎҫ каймарě.

Фотогалерея